Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри Раиса Терюкалова художникӑн пултарулӑх мастерскойӗнче пулнӑ чух унӑн ӗҫне туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министр тата тепӗр ӗҫ илнӗ. Хальхинче вӑл урӑх художникӑн ӗҫне туяннӑ.
Чӑваш патшалӑх музейӗнче нумаях пулмасть Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче унта Константин Яковлев министр ҫитсе курнӑ. Экспозици музей фондӗнче упранакан ӗҫсемпе ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенчи пуянлӑхпа та куракана илӗртет.
Республикӑн культура министрӗ Владимир Агевӑн ӗҫне туяннӑ. Ун пирки Фейсбукра Рита Кириллова журналист Константин Яковлев ырӑ тӗслӗх кӑтартнине палӑртнӑ.
Пӗлтӗрхи чӳке уйӑхӗнче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче Африка мурӗ тупса палӑртрӗҫ. Выльӑх чирӗ ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн унта карантин тесе те йышӑнчӗҫ. Ялтан 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче сыснасене йӑлт тӗп турӗҫ.
Африка мурӗ енӗпе Чӑваш Ен те чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ.
Следовательсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, Напольное ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийӗ Африка мурӗ пуҫланнине пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пуҫиле майпа айӑпласа 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем халӗ ҫав суммӑна шыраса илнӗ.
Чӑваш Ен сыснасен Африка мурне пула чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Халӗ тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнӑ. Ҫапла тума Россельхознадзорӑн управленийӗ йышӑннӑ. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ.
Статуса ылмаштарни пирӗн тӑрӑхри аш-пӑша ют регионсене ӑсатма тата унтан хамӑра кирлине кӳрсе килме май парать.
Маларах пирӗн республикӑра Африка мурне пула карантин тесе йышӑннӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен ӑна пӗтернӗччӗ. Карантина официаллӑ майпа пӑрахӑҫланӑ пулсан та ун чухне утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сыснасене тата унӑн ашне республика тулашне илсе тухма, пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонӑсенче сысна сутма, ку зонӑсенчен ҫак выльӑха туянма юрамасть тесе пӗлтернӗччӗ.
Улатӑрта ӗнер васкавлӑ пулӑшу машинипе пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Чипер пыраканскер ҫине «Лада-Прирӑпа» пыракан ҫамрӑк ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшун Газелӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннинче ҫамрӑк водитель айӑплӑ — ытла хӑвӑрт пынине пула вӑл ҫӑмӑл машинӑна парӑнтарайман, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине тухса кайнӑ.
Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче икӗ водитель тата фельдшер аманнӑ. Телее васкавлӑ пулӑшу машининче пациент пулман.
Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслама вӑхӑт ҫитрӗ. Ӑна эпир, конкурса йӗркелекенсем, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ирттерме палӑртрӑмӑр. 10 сехетре пуҫланӗ.
Унчченех палӑртнӑччӗ ӗнтӗ: пӗрремӗш-иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш вырӑнсене кам-кам йышӑннине чыславра кӑна пӗлтеретпӗр тесе. Ҫавна май ҫӗнтерӳҫӗсен йышне эпир халӗ те сире каламан. Ҫакна шута илсе 1-мӗш тура тухнисен чыслава пурин те пыма тивет, эпир сире пурсӑра та унта ҫитме йыхравлатпӑр! Парнесӗр никам та тӑрса юлмӗ. Кашни ушкӑнра пӗрремӗш вырӑна тухнӑ пӗр хутшӑнакана палӑртнӑ, иккӗмӗш вырӑн — 2 хутшӑнакана панӑ, виҫҫӗмӗшне — виҫӗ хутшӑнакана. Тепӗр тӑватӑ хутшӑнаканӗ хавхалану парниллӗ пулӗҫ. Унсӑр пуҫне, чыслава килнисен йышӗнче пылак парнесем те выляттаратпӑр!
Кам мала тухнисене каламастпӑр терӗмӗр пулин те, икӗ номинацири ҫӗнтерӳҫӗсене пӗлтересех пулать. Пӗри вӑл — «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ ӗҫ». Ку номинацине Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри ача пахчине ҫӳрекен 6 ҫулти Тельцова Ариадна тивӗҫрӗ.
Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсенче кӗрхисене юр ҫийӗнех апатлантараҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне ку ӗҫе «Новь» тулли мар яваплӑ хуҫалӑхра тата Н.Н. Назарова хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче пуҫӑннӑ.
Кӗрхисене апатлантарма тытӑннине Улатӑр район администрацийӗ иртнӗ эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗрхи тулла 450 гектар ҫинче апатлантармалла.
Удобрени тенӗрен, улатӑрсем иртнӗ эрнерех ӑна ҫине тӑрса туяннӑ: пурӗ 474 тонна кӳрсе килнӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ — аммиак селитри.
Вӑрлӑх хатӗрлессипе те хуҫалӑхсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 2803 тонна вӑрлӑх хатӗрленӗ, кондицилли ҫав шутран — 60 процент. Кондицие ларса пӗтменнине ака валли хатӗрлеҫҫӗ: алаҫҫӗ, тасатаҫҫӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Сӑр тата Мӑн Ҫавал юханшывӗсенче нӳрӗклӗх саппасӗ нормативран самай пысӑкрах.
Республикӑра юр хулӑнӑшӗ ытти ҫултинчен 10–20 сантиметр хулӑнрах. Нормӑпа килӗшӳллӗн, вӑл 22–32 сантиметр пулмалла. Тӗп шыв бассейнӗсенче нӳрӗклӗх саппасӗ 120–130 процентпа танлашнӑ. Сӑр тата Мӑн Ҫавалта вара ку кӑтарту 170% тата 190% иртнӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр ейӳ вӑхӑтӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри кӗперӗн ҫӗр дамби ишӗлнӗ. Кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ял шар курма пултарать. Чи хӑрушӑ лару-тӑру хальлӗхе Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче.
Прокуратура «Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксем» предприятие ҫитсе унта саккуна пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ. Унта вӑй хуракансене темиҫе уйӑх шалу тӳлемен-мӗн.
Парӑм 3 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Прокуратура ертӳлӗхе явап тыттарма йышӑннӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫлекен 129 ҫынна 2016 ҫулхи ака-юпа уйӑхӗсенче ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм пӗтӗмпе 3,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ.
Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Унӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче тепӗр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхине 76 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ывӑлӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл ҫав поселокрах пурӑннӑ. Каҫхине хӗрарӑм киле кайнӑ, анчах, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑ.
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра Шупашкарта Лакрей вӑрманӗнчен инҫех мар 30-ти арҫын виллине асӑрханӑ. Гаража вӑл юлташӗпе тара илнӗ. Гараж алӑкӗ шалтан питӗрӗнчӗк пулнӑ.
Халӗ ку ӗҫсене уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ ҫын шӑнса вилнӗ.
КӐР | 22 |
Кӑрлачӑн 16-мӗшпе 22-мӗш кунӗсенче пирӗн сайт ҫак чи пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатрӗ (чи нумай пӑхни тӑрӑх йӗркеленӗ):
• Пирӗн сайтҫӑсем суйланӑ Ҫулталӑк ҫыннине палӑртрӑмӑр (вӑл ята икӗ ҫын тивӗҫрӗ);
• Светлана Петровӑна мӗн сӑлтава пула канма яма пултарнине пӗлтертӗмӗр;
• Пирӗнтен яланлӑхах паллӑ вӗҫевҫӗ тата фотограф Тимофеев уйрӑлса кайрӗ;
• Дмитрий Михлеев 75 тултарнине те пӗлтертӗмӗр;
• Телеграмм мессенджерта чӑвашла интерфейс пуласси чылайӑшне килӗшрӗ ӗнтӗ;
• Энтип Ваҫҫине те 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама ӗлкӗртӗмӗр;
• Шупашкарта та авиабомба кӑларасси вара пире шухӑша ячӗ;
• Г. Тусли Упи шкулӗнчи ачасемпе тӗл пулни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Кашмашсене кам шкул туса парасси пирки те каласа патӑмӑр;
• Ҫавӑн пекех Раиса Терюкова ӳкерчӗкне мӗнле министр туянни пирки пӗлтертӗмӗр.
Аса илтеретпӗр, пирӗн сайтра кашни кун ҫӗнӗ хыпар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |